Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -13.7 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: КАлинин районӗ

Спорт

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа ҫуркуннен пӗрремӗш кунӗнче Ӗпхӳ хулин Калинин районӗнчи чӑваш вырсарни шкулӗ хула шайӗнчи спорт ӑмӑртӑвӗсене ирттерчӗ тесе пӗлтерет Ӗпхӳ хулинчи Леонид Михайлов. Асӑннӑ шкулта вӗренекенсем йӗлтӗрпе чупас, баскетбол, шашка, шахмат вӑййисене выляс енӗпе ӑмӑртнӑ. Мероприятие Ӗпхӳри наципе культура автономийӗн хастарӗсене те чӗннӗ иккен.

Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх йӗлтӗр эстафетинче Ӗпхӳ хулин Октябрь районӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлу паракан 159-мӗш шкул ҫӗнтернӗ. Баскетбол выляссипе те асӑннӑ шкулӑн хӗрачисене ҫитекен пулман — вӗсем пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Арҫын ачасем хушшинче чӑваш вырсарни шкулӗн команди ҫӗнтерчӗ. Шашка тата шахмат вӑййисенче те малти вырӑнсене 159-мӗш тата чӑваш вырсарни шкулӗн ачисем пайланӑ. Хула ӑмӑртӑвӗсен ҫӗнтерӳҫӗ кубокне 159-мӗш шкул ушкӑнне, II вырӑн кубокне Калинин районӗнчи чӑваш вырсарни шкулне панӑ.

Вырсарни шкулӗн ертӳҫи Наталья Асхабудинова ӑмӑртӑва хутшӑннӑшӑн пур спортсмена та тав тунӑ.

Уйрӑмшар ӑмӑртнӑ спортсменсем Пушкӑртстанри чӑвашсен наципе культура ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗнчен Юрий Михайловран тӗрлӗ дипломпа парнене тивӗҫнӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/310.html
 

Хулара

Шупашкарта «Шанхай» микрорайонти халӑха куҫарма тытӑннӑ. Ун вырӑнне «Кувшинка» пулӗ. «Шанхайра» хальлӗхе 200 ытла кил. Вӗсене пурне те куҫармалла. Ҫав ҫуртсенче пурӑнакан ҫынсем валли компани нумай хутлӑ уйрӑм ҫурт купалать.

Халӗ 8 ҫурта ишсе антарнӑ ӗнтӗ. Вӗсенче пурӑнакансене инҫех мар вырнаҫнӑ ҫурта куҫма сӗннӗ. Анчах пурте кунпа килӗшмен.

Анна Гыбкинӑн йывӑҫ ҫурчӗ — 39 тӑваткал метр. Ӑна вара 30 тӑваткал метрлӑ хваттер сӗнеҫҫӗ. Вӗсем вара улттӑн пурӑнаҫҫӗ.

Чӑннипе, «Шанхайра» тахҫанах тавлашу пырать. Кунта иртнӗ ӗмӗрӗн 60-70-мӗш ҫулӗсенче халӑх пурӑнма тытӑннӑ. Халӗ вара унта пысӑк коттеджсем те ӳссе ларнӑ.

Администраци ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫынсен ҫӗр тӗлӗшпе права ҫук. Эппин, ҫуртсене саккунсӑр майпа хӑпартнӑ. Паллӑ ӗнтӗ, икӗ хутлӑ коттедж хуҫисем хваттерте пурӑнасшӑн мар.

Ҫуртсене хӑпартакан компани чи малтанах куҫармалли ҫынсен списокне хатӗрлет. Вӗсене 30 тӑваткал метрлӑ хваттер сӗнеҫҫӗ. Унччен мӗнле ҫуртра пурӑннине пӑхмасӑрах… Ытлашши тӑваткал метрсемшӗн укҫа тӳлеме тивӗ.

Хальлӗхе компани 90 ҫурта куҫарма палӑртать. 22 пӳртпе килӗшӳ тунӑ ӗнтӗ. 8 ҫурта туянма килӗшнӗ.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар хулин Калинин район сучӗ Сергей Красильников тата Ирина Григорьева тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫпе пӑнчӑ лартнӑ. Анчах приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха. Унпа килӗшмесӗр енсен Аслӑ суда тухма ирӗк пур.

Красильников Федерацин налук службин Шупашкарти инспекцийӗнче ӗҫленӗ май «Налог Плюс» тулли мар яваплӑ общество ертӳҫипе Григорьевапа ӑна ӗҫре пулӑшса пыма калаҫса татӑлнӑ. Асӑннӑ служба ӗҫченӗсене вӑл саккунлӑ мар япаласем пурнӑҫлама, асӑннӑ фирма ӗҫченӗсене канашпа пулӑшма, вӗсене кирлӗ хыпарсене пӗлтерсе тӑма шантарнӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлачран пуҫласа кӑҫалхи пуш уйӑхӗччен хайхи налукҫӑ 50 пин тенкӗ сӗтев илнӗ. Тепӗр тесен, укҫи пысӑках та мар та, анчах ҫавӑншӑн Красильникова суд 1 миллион тенкӗлӗх штрафламалла тата патшалӑх должноҫне йышӑнмалла мар тунӑ. Григорьеван вара сӗтев панишӗн 400 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.

 

Хулара

Хӗл ҫывхарнӑ май Шупашкарта кану вырӑнӗсене хатӗрлеме тытӑннӑ. Кӑҫал ҫынсем валли пур условисене те тума палӑртнӑ.

Шупашкарта катоксен, йӗлтӗр йӗрӗсен, сафари йышне нумайлатма палӑртнӑ. Тӗплӗнрех каласан, хулара йӗлтӗрпе ярӑнмалли 17 вырӑн, 15 каток, шкул ҫумӗнчи 25 каток пулӗ.

Ҫавӑн пекех 9 хоккей лапамӗ уҫма палӑртнӑ. Вӗсенчен пиллӗкӗшӗ ӑҫта пуласси паллӑ ӗнтӗ. Калинин районӗнче ав 5 лапам пулӗ: Николаев урамӗнчи 32 тата 34, 46-мӗш (1-мӗш корпус) ҫуртсен, И.Франко урамӗнчи 16-мӗш ҫурт, Тӑварлӑ проездри 6-мӗш ҫурт, Кадыков урамӗнчи 16-мӗш А ҫурт ҫывӑхӗсенче.

Калинин район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пур катока та пӗр стандартпа тӑвӗҫ: пӑр пахалӑхӗ, саксем, хывӑнмалли вырӑнсем, кӗвӗ, ҫутӑ тата уяв сӗмӗ кӗртни, вӗри чей, прокат.

 

Персона Олег Бирюков
Олег Бирюков

Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн лавне туртма республикӑн Ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Олег Бирюкова шаннӑ.

Инспектор тени Бирюков хулана ертсе пырассинче ҫӗнӗ ҫын тенине вуҫех те пӗлтермест. Унччен вӑл Шупашкарӑн Йӑлӑмри управленийӗнче пуҫлӑхра тӑрӑшнӑ, республикӑн тӗп хулин Мускав районӗнче администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ. 2008 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӑна Шупашкарӑн Калинин район администрацийӗн пуҫлӑхне суйланӑ. Ҫак тилхепене вӑл кӑҫалхи кӑрлач таран, маларах асӑннӑ инспекци пуҫлӑхне лартиччен, тимленӗ.

Бирюковсӑр пуҫне Ҫӗнӗ Шупашкара ертсе пырас тесе чӑваш парламенчӗн депутачӗ Владимир Михайлов («Чӑнлӑхшӑн Раҫҫей» фракции пайташӗ), асӑннӑ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Сергей Оспиенко тата Сергей Иванов ҫар пенсионерӗ заявлени тӑратнӑ. Анчах конкурс комиссийӗ пӗр шухӑшлӑн Бирюков кандидатурине ырланӑ.

 

Хулара Пулас центр
Пулас центр

Шупашкарти Ленин комсомолӗн урамӗнче тепӗр нумай функциллӗ суту-илӳ центрӗ ӳссе лармалла. Нумай пулмасть пулас ҫуртӑн проект хучӗсене тата архитектурӑпа планировка вырнаҫӑвне йышӑннӑ.

Ҫурта Г. Татур архитектор хатӗрленӗ, хучӗсене «Артек» проект бюровӗ» ТМЯП ӑстисем йӗркелесе ҫитернӗ. Суту-илӳ центрӗ 6 хутлӑ, «Г» саспалли евӗр пулмалла. Пӗрремӗш хутӗнче суту-илӳ пӳлӗмӗсем вырнаҫӗҫ, ыттисенче — офис пӳлӗмӗсем.

 

Спорт

Ҫӗртмен 14-мӗшпе 15-мӗшӗсенче Шупашкарта каратэ енӗпе Европа чемпионачӗ (WKC) иртрӗ. Унта пулса курнӑ Тимӗр Акташ ҫак ӑмӑрту пирки хыпарлать.

Каратэҫӑсем Калинин районӗнче вырнаҫнӑ «Спартак» вӑй-хал культурипе сывлӑх комплексне пухӑннӑ. Пурӗ Шупашкара каратэ мелӗпе ҫапӑҫма 15 патшалӑхри 300 ытла ӑста килнӗ.

Раҫҫей ушкӑнӗ ӑмӑртура хӑйне ӑнӑҫлӑ кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех Итали, Серби, Казахстан тата ытти патшалӑхсен каратэҫисем мала тухнӑ. Тимӗр Акташ каласа панӑ тӑрӑх Чӑвашрисем те хӑйсене лайӑх кӑтартнӑ. Сӑмахран, Сергей Петров серб спортсменне ҫӗнтернӗ.

Европа шайӗнчи чемпиона ирттерес тӗлӗшпе Раҫҫейри тата Чӑваш Енри каратэ федерацисен президенчӗ Вячеслав Тимофеев нумай тӑрӑшнӑ. Сӑмах май ӑмӑртура унӑн ывӑлӗ Аслан та, кинӗ Надежда та хӑйсене маттур кӑтартнӑ.

Сӑнсем (51, Тимӗр Акташӑн)

 

Сывлӑх

Нумаях пулмасть «Профессири чи лайӑххи» республика конкурсӗнчи «Чи лайӑх фельдшер» номинацире васкавлӑ медпулӑшӑвӑн чи лайӑх бригадине палӑртнӑ. Унта васкавлӑ медпулӑшӑвӑн вӑтам медицина пӗлӗвӗ илнӗ специалистсем хутшӑннӑ.

Конкурс комиссийӗн членӗсен йышӗнче ЧР Сывлӑх министерствин, катастрофа медицина центрӗн, ЧР вӑтам медицина ӗҫченӗсен ассоциацийӗн ӗҫченӗсем кӗнӗ.

Конкурс пилӗк тапхӑрпа иртнӗ. Пӗрремӗшӗ медицина организацийӗсенче иртнӗ. Пурте хӑйсене тӗрлӗ конкурсра тӗрӗсленӗ: теори пӗлӗвӗ, фармакотерапи, васкавлӑ терапи тата реанимаци… Юлашкинчен диагноз палӑрма пултарассине, медицина пулӑшӑвӗ парассине, чӗрепе ӳпке реанимацине тӑвассине тӗрӗсленӗ.

Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, чи лайӑх бригада ятне Шупашкарти Калинин районӗнчи васкавлӑ медпулӑшу подстанцийӗ тивӗҫнӗ. Чи лайӑх фельдшер ятне Шупашкарти Калинин районӗнчи васкавлӑ медпулӑшу фельдшерӗ Павел Коршунов илнӗ. Конкурсҫӑсене Хисеп хучӗсемпе, парнесемпе чысланӑ.

 

Республикӑра Малти ретре — ҫӗнӗрен удостоверени илнӗ тӳресем
Малти ретре — ҫӗнӗрен удостоверени илнӗ тӳресем

Чӑваш Республикин Аслӑ судӗнче нумаях пулмасть ҫӗнӗ тӳресене удостоверени панӑ. Ҫапла вара этем шӑпине (айӑплава ҫирӗплетессипе ҫирӗплетмесси, айӑплӑ тесен мӗнле явап тыттарасси вӗсенчен килет-ҫке) татса пама ҫӗнӗрен ултӑ ҫын ирӗк илнӗ.

Тӳресене ҫирӗплетекен хутсене ҫӗршывӑн Президенчӗ алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Чӑваш Республикин Аслӑ сучӗн председателӗн ҫумӗ пулса тӑни ҫинчен калакан хута Анатолий Петрова тыттарнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарти хула сучӗн председателӗ тесе — Вера Шуркована, унта тӳрере тӑрӑшма — Наталья Смаевана, Шупашкарти Ленин район сучӗн председателӗн ҫумӗ пулма тесе Юрий Сорокина ырланӑ, унти суд тӳрине — Наталья Фоминана, асӑннӑ хулари Калинин район сучӗн председателӗн ҫумне — Татьяна Дмитриевӑна.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре судсен председателӗсене шыраҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ултӑ ваканси пур иккен. Вӗсенчен пӗри — Шупашкар хулинче, пиллӗккӗшӗ — районсенче.

Председатель кирлӗ судсем хушшинче — тӗп хулари Калинин районӗ, ҫавӑн пекех Вӑрнар, Вӑрмар, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле районӗсен сучӗсем. Суда ертсе пырас кӑмӑллӑ тӳресен заявленийӗсене ака уйӑхӗн 3-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 25

1911
113
Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1972
52
Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ.
1980
44
Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та